Проектпа килӗшӳллӗн, чи малтанах Ҫӗнӗ урама тирпей-илем кӗртме йышӑннӑ. Кунта социаллӑ учрежденисем, лавккасем вырнаҫнӑ. Машин та, ҫуран ҫӳрекен те яланах нумай. Урама 1970-мӗш ҫулсенче никӗсленӗ. Унтанпа пӗрре те ҫӗнетмен. Проектпа шӑпах ҫулсене йӗркене кӗртме, ҫутӑ тытӑмне улӑштарма, кану вырӑнӗсем тума палӑртнӑ. Ӗҫе Чӑваш Енре хулари пек хӑтлӑ майсем йӗркелемелли республика программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Сӗнӳсене шута илсе документа ҫывӑх вӑхӑтра улшӑнусем кӗртмелле. Ун хыҫҫӑн ӑна тепӗр хут халӑхпа пӑхса тухӗҫ.
Диана Иванова, Святослав Петров