Хавшак сывлӑхлӑ ачасене аталанма пулӑшаҫҫӗ 

Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрӗ 10 ҫул ӗнтӗ Атӑл тӑрӑхӗнче хавшак сывлӑхлӑ ачасене пулӑшакан экспериментлӑ лаптӑк шутланать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме унта пӗтӗм май пур. 

Пандемие пула сиплев ҫурчӗ кӗркуннечченех хупӑ пулчӗ. Халӗ вара реабилитаци центрӗ сусӑр ачасене малтанхиллех йышӑнать. Кӑҫал унта хаклӑ йышши ҫӗнӗ хатӗрсем  те кӳрсе килнӗ. Шалкӑм ҫапнипе аптракан Тимур вӑйӑ вылянӑ евӗр сывлӑхне ҫирӗплетет. Хӑй утнине вӑл монитор ҫинче юмахри сӑнар урлӑ курать. Ҫапла майпа арҫын ача йывӑррӑн хускалакан урисене сиплет. Сывлӑха ҫирӗплетмелли хаклӑ аппарат "Локомат" ятлӑ.  Ӑна реабилитаци центрне ҫулла кӳрсе килнӗ. 

 

Алексей Енейкин, Семён Антонов