Фермер хуҫалӑхӗсен пӗтӗм ҫӗршыври фестивалӗ Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртет. Ӑна пуҫарса яраканӗ - Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ. Уява Чӑваш, Мари республикисенчен, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчен фермерсем ҫитнӗ. Куславкка районӗнчи Василий Семёнов фермера республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Хуҫалӑхне вӑл 1999 ҫултах йӗркеленӗ. Нумай пулмасть Василий Семёнов "Фермер шкулӗнче» пӗлӳ илнӗ. Унта вӑл сыр тума вӗреннӗ. Фестиваль паян вӗҫленет. Фермерсем туса илекен продукципе Речниксен тӳремӗнче паллашма пулать.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов