«Хамӑн пултарулӑхра Чӑваш Ене юратнине кăтартрӑм» 

Ҫак ятпа Шупашкарти ӳнер музейӗнче курав ĕçлет. Ăна Чӑваш халӑх художникӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. 

Шел пулин те, паллă ÿнерçĕ 2018 çулта пурнăçран уйрăлнă, апла пулин те унăн ĕçĕсем кураканшăн яланах чĕрĕ, вĕсем тĕнче илемĕпе киленме йыхравлаççĕ. Виктор Немцев Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнă. Вӑрҫӑ вӑхăтӗнче унӑн ҫемйи Йӗпреҫе куҫса каять. Ҫавӑнпа ӳнерҫӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ унта иртет. Кунтах вӑл живопиçпе паллашать. Шкул  пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк Шупашкарти ӳнер училищинче, каярах Чӑваш педагогика институтӗнче вӗренет.

 

Леонид Петров, Диана Иванова, Игорь Ульянов