Хальччен пуҫтарнӑ пӗлӗве, пурнӑҫ ӑсне йӑлтах ачисене пама тӑрӑшаҫҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чакра пурӑнакан Николаевсен ҫемйи - ваттисен йӑли-йӗркине тытса пыракан кил-йыш. Вӗсен тӑватӑ ача. Халӑхӑмӑрӑн никӗсӗ ял тесе шутлакан ашшӗпе амӑшӗ ывӑл-хӗрне тӑван тӑрӑхрах хӑварасшӑн. 

Николаевсем иккӗмӗш ывӑлӗ валли ҫурт хӑпартаҫҫӗ: вӑл икӗ ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ - эппин, ӗлӗкхи йӗркепе унӑн кил-йышне уйӑрса кӑлармалла. Пысӑк ӗҫ пуҫарнӑ чухне яланах ваттисенчен пехил ыйтма хӑнӑхнӑ кил хуҫи ҫурт ҫумне чул вырнаҫтарнӑ. Ун ҫине руна ҫырулӑхӗн паллисемпе несӗлсен вӑй парса тӑракан асамлӑ сӑмахӗсене ҫырӗҫ.   Тӗп кил, авалхи чӑваш тӗнчекурӑмӗнчи пек - виҫӗ хутлӑ. Хапха ҫинче, ҫурт ҫамки ҫинче - пурнӑҫ паракан хӗвел палли, аҫапа ама сӑнарӗсем, управ эрешӗсем: авалхи чӑваш Турӑпа ҫапла ҫыхӑннӑ.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев