Халӑхра вӗсен пӳртне республикӑри чи чакӑр тӗсли тесе палӑртаҫҫӗ

Кӳкеҫри Николай Марковпа Зинаида Громова туса лартнӑ ҫурт иртен-ҫӳрене таҫтан аякран илӗртет. 40 ҫул каялла ҫӗкленӗскер хӑнасене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет - кунта  картина галерейине лекнӗн туйӑнать.  

Мӑшӑр паллашнӑранпа 65 ҫул иртрӗ, ҫак хушӑра  тем те пулнӑ: ӗҫ те улӑштарнӑ, пӗри ялта, тепри хулара та пурӑнса пӑхнӑ. 79-мӗш ҫулта вӗсем Кӳкеҫре кивӗ ҫурт туянса ҫӗнни тума пуҫланӑ. Килне хӑйсене килӗшнӗ пек хӑтлӑх кӳрсе илемлетнӗ. 40 ҫул каялла ҫак ÿкерчĕсене тутарма Николай Маркович ятарласа ӳнерҫӗсене чӗнсе килнӗ. Вӗсем 18 картина ăсталаса хӑварнӑ. Рубенс тата  Рембрандт ӗҫӗсенчи евӗр хӗрарӑмсемпе пӗрлех юмахри сӑнарсене те калӑпланӑ.

 

Ирина Николаева, Михаил Солин