Халӑх астӑвӑмӗ ҫӗнтерӗве упрӗ

Хальхи самана историйӗн архивӗ ятарлӑ акци пуҫарнӑ. Ҫавна май кирек кам та килӗнче упранакан вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ документсене аваллӑх управӑшне пырса пама пултарать.

Хальхи самана историйӗн архивӗ "Ҫӗнтерӗве упрар! Халӑх астӑвӗмӗ" акцие уйӑх каялла уҫнӑ. Паянхи куна 2 теҫетке ҫын хӑйсен паха докуменчӗсене илсе килнӗ. Пурӗ - 300 ытла материал. Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ ӗҫ-пуҫ истори чӑнлӑхне упрассипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпах акцие Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑнма кӑмӑл турӗ.

 

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова