Халӑх асӗнче юлмалӑх паллӑ

Кӑҫалхи Республика уявӗн логотипне Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренекенсем хатӗрленӗ.

Хулан авалхи кӗтесӗнче 18-мӗш ӗмӗрте лартнӑ ҫуртра пӗлӳ илекен студентсене ҫак асамлӑ вырӑн тӗлӗнмелле ӑс-хакӑл парать тейӗн. Компьютер программисемпе усӑ курса калама ҫук чаплӑ ӗҫсем хатӗрлеҫҫӗ вӗсем. Нумай пулмасть, ҫамрӑксем Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юлилейне халалланӑ эмблемӑсене калӑпланӑ. Ҫакна тума вӑхӑт сахал пулнӑ.

 Алексей Енейкин, Владимир Синдеев