Газ служби "кӑвак ҫулӑмпа" усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет

Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вун икӗ ҫынна сӗрӗм тивнӗ. Вӗсен йышӗнче ултӑ ача. Телее, пурне те ҫӑлса хӑварнӑ. Шел пулин те, чылай чухне инкек пулнишӗн ҫынсем хӑйсем айӑплӑ - газпа тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ. 

Сӗрӗм тивнӗ тӗслӗхсем ытларах хӗлле пулаҫҫӗ. Тата, статистика тӑрӑх, пӗчӗк ачасем пурӑнакан хваттерсенче. Ашшӗ-амӑшӗ пепкисем шӑнса пӑсӑласран хӑраса чӳречисене уҫмасть. Ҫапла пӳлӗме уҫӑ сывлӑш кӗмест. Газа ҫунма вара кислород кирлӗ.  Лару-тӑрӑва хваттере уҫӑлтарманни ҫеҫ мар, пластик чӳречесем лартни те йывӑрлатать. Унсӑр пуҫне ытти ырлӑх та инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Хваттерте тӗрлӗ шӑрш-марш ан пултӑр тесе, ҫынсем час-часах ятарлӑ хатӗрсем вырнаҫтараҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Михаил Солин, Виктор Степанов