Элешкушкӑньре ҫак пысӑк ҫурта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ. Кунта хӑй вӑхӑтӗнче участок больници те, санатори те, лагерь те ӗҫленӗ. Ҫулсем иртнӗ ҫемӗн вара ӑна усӑ курма пӑрахнӑ. Ҫемье врачӗн уйрӑмӗ уҫӑлни те ял ҫыннисемшӗн тем пекех ырлӑх.
Улшӑнусене урамранах асӑрхатӑн - ҫӗнӗ крыльца, пандус тунӑ. Шалта та нумай ҫӗнӗлӗх: чӳречесене, алӑксене улӑштарнӑ, стенасемпе урайне тикӗслетнӗ, плтикӑсем ҫыпӑҫтарнӑ. Строительсем пурӗ 10 миллион тенкӗ тӑккаланӑ.
Ку медицина учрежденине таврари 10 ял пӑхӑнать - пурӗ 1300 ҫын. Етӗрне тӗп больницинчен эрнере пӗрре терапевт, педиатр тата ытти специалист килет.
Ял халӑхне кунта аптека пурри те ҫӑмӑллӑх. Эмилия Иванова 40 ҫул ытла аптекарьте тӑрӑшать. Кашни ҫынна мӗнле эмел кирлине пӗлсе ҫитнӗ вӑл.
Пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗ малашне те ӗҫлессе, ял ҫыннисене тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳрессе шанаҫҫӗ элешкушкӑньсем.
Надежда Александрова, Михаил Солин