Етӗрне районӗнчи Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать

Велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ тата сывлӑха ҫирӗплетмелли массажорсем. Ҫавӑн пек кӑсӑклӑ япаласене Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов ӑсталама юратать. Пурӗ 270 яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ вӑл.

Ҫак музыка инструменчӗсене Николай Потапов пӗтӗмпех ал айӗнчи япаласенчен ӑсталанӑ. Шприц пайӗ, велосипед насусӗ - усӑллӑ ӗҫе темӗн те кайма пултарать. Музыкӑна ятарласа вӗренмен пулин те, тӗрлӗ кӗвӗ калаять. Пӗрремӗш хатӗре вӑл 84-мӗш ҫулта ӑсталнӑ. Электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ. Маҫтӑр тӑван тӑрӑхрах юлас тенӗ - кунти ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма. Ҫав вӑхӑтрах ал ӗҫ ӑстине пӗр ӗмӗт канӑҫ памасть. Николай Антонович республикӑра изобретательсен пӗрлешӗвне йӗркелесшӗн. Анчах та ку шухӑш хальлӗхе пуҫлӑхсен енчен ӑнлану тупайман.


Вероника Павлова, Димитрий Макаров