Ӗне пуҫне сыхласа хӑвармасан укҫана тавӑрса пама тивет

Ӗне усракан  35 пин килти хушма хуҫалӑх кӑҫал патшалӑхран  субсиди илчӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра чӗр тавар хакӗсем чакнине кура, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял ҫыннине укҫан пулӑшма йышӑннӑ. 

Пӗр ӗнешӗн 2 пин те 300 тенкӗ тӳленӗ. Икӗ пуҫ усракансем кашнишӗн 3 пин те 300 тенкӗ илнӗ. Хуҫалӑхра виҫӗ е ытларах ӗне тытакансен субсиди виҫи пысӑкрах - 4 пин те 300 тенкӗпе танлашнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни пирки ҫынсен Ял хуҫалӑх министерствине отчёт тӑратмалла. Ҫакна нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тумалла. Документа ял тӑрӑхӗн администрацине пырса памалла.

 

Диана Иванова