Ӗмӗр иртсен те вулакана мӗнпе илӗртмеллине пӗлеҫҫӗ

"Хыпар" хаҫат тухма пуҫланӑранпа 115 ҫул ҫитет. 

Паян Раҫҫейре пичет кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява ҫӗршывра чи малтанхи хаҫат тухнине халалланӑ.  3 ӗмӗр каялла  1-мӗш Петӗр патша Указӗпе "Ведомости" пичетленме пуҫланӑ. Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ - "Хыпар" 115 ҫул каялла кун ҫути курнӑ. Ҫак хушӑра тӑван чӗлхепе тухса тӑракан кӑларӑм сахал мар улшӑну курнӑ, ҫавах та "Хыпар" хӑйӗн сумне тата чунтан парӑннӑ вулакана упраса  паянхи кун таппипе аталанть.

 

Ирина Николаева, Михаил Солин