Яланах анлӑ паллӑ тунӑ ял кунӗ умӗн Елчӗкре чӑннипех те пысӑк уяв пулчӗ. Тӗпрен ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫу каҫа хупӑ тӑнӑ культура ҫурчӗ алӑкне уҫса ячӗ. Кунта кӑҫал ҫурт тӑррипе урайне, чӳречисене улӑштарнӑ. Пӳлӗмсене, ҫутӑ тата ӑшӑ тытӑмне ҫӗнетнӗ. Ҫак ӗҫсене тумашкӑн Чӑваш Ен хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Культура ҫуртне уҫнӑ хыҫҫӑн уяв халӑхӗ ҫывӑхри стадион пулнӑ кану паркне куҫрӗ. Кунта та иртнӗ ҫулсенче пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.
Алексей Енейкин, Артур Галкин