Эфирта — Ҫӗнтерӳ еткерҫисем

Ҫамрӑксенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратас, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне аса илтерес тӗллевпе Шупашкарти клубсен тытӑмӗ "В эфире-наследники Победы" проект пуҫарнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме грант пулӑшнӑ.

Социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ ӗҫ  валли 120 пин тенкӗ ытла укҫа уйӑрнӑ. Шкул ачисен социаллӑ сетьре вырнаҫтарнӑ хӑнӑхтарусене пурнӑҫламалла пулнӑ, пурте вӗсем патриотизм темипе ҫыхӑннӑ. Проекта хутшӑнакансем онлайн кӑна мар, куҫа-куҫӑн та тӗл пулчӗҫ. "Южный" культура ҫуртӗнче капитансен конкурсӗ иртрӗ. 12 команда тупӑшрӗ унта.


Надежда Александрова, Елена Порфирьева, Вадим Владимиров