Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта халӑха куҫӑмсӑр йышӑнаҫҫӗ  

Кӗтнӗ пекех, республикӑра юлашки вӑхӑтра ӗҫ шыракансен шучӗ ӳснӗ. Унчченхи вӑтам кӑтартуран 7 хут ытларах, пӗлтереҫҫӗ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерствинчен. 

Вирус сарӑлассинчен сыхланмалли ятарлӑ йӗрке кӗртнӗ хыҫҫӑн, республикӑра ӗҫ шыракансен шучӗ самай йышланнӑ. Нарӑс-пуш уйӑхӗсенче  ӗҫпе тивӗҫтерекен тӗп хулари центрта кунне вӑтамран 250 заявлени йышӑннӑ пулсан, юлашки кунсенче - 400-е яхӑн.  Лару-тӑрӑва ырӑ енне улӑштарас тӗллевпе, специалистсем хӑш професси ҫыннисем йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултарнине тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне центрти ӗҫ йӗркине улӑштарнӑ, кану кунӗсене пачах пӑрахӑҫланӑ.  Граждансенчен заявлени халӗ эрнипех куҫӑмсӑр йышӑнаҫҫӗ.  Ҫакна электронлӑ майпа тумалла.  

 

Леонид Петров, Владимир Синдеев