Ӗҫ вӑрттӑнлӑхне мӑҫтӑрсенчен кая мар алла илнӗ

Шупашкарти 5-мӗш гимназие ҫӳрекен 24 хӗрпе качча професси илнине ҫирӗплетекен свидетельство пачӗҫ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ҫӑкӑр пӗҫерме, тӗрлӗ пылак апат-ҫимӗҫпе сыр хатӗрлеме вӗреннӗ.

144 сехетлӗх программа гимназире вӗренекенсене ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене маҫтӑрсенчен кая мар алла илме май панӑ. Аграри университечӗн ӑсчахӗсем ертсе пынипе ҫамрӑксем кӗске хушӑра нумай ҫӗннине пӗлнӗ. Хресчен тӑрӑшулӑхне те, амӑшӗн, асламӑшӗ-кукамӑшӗн тӗпелти ӗҫне те ытларах хаклама хӑнӑхнах. Курава тӑратнӑ илӗртӳллӗ сӗтел - юмахри асамлӑ ҫиттипе витнӗн: илемӗпе те, техӗмлӗ шӑршипе те хӑй патне туртать. Тӗрлӗ ҫӑкӑр-кукӑльпе пылак ҫимӗҫсӗр пуҫне 15 йышши сыр кунта. Пурне те расна кӗвелӗкпе, тӗрлӗ меслетпе, урӑх хутӑшпа хатӗрленӗ - кашнине тутанса пӑхас килет. Ҫакӑ йӑлтах - вӗренӗвӗн пӗтӗмлетӗвӗ, хӑйне евӗр тӗрӗслев.

24 вӗренекенрен ытларахӑшӗ, 11 хӗрпе каччӑ, сыр тӑвас ӑсталӑха алла илме кӑмӑл тунӑ. 8-шӗ пылак ҫимӗҫ хатӗрлессине, 5-шӗ ҫӑкӑр тавраш пӗҫерессине хапӑлланӑ. Технологи урокӗнче ҫуралнӑ пуҫару аслӑ шкулшӑн та, гимназипе унта вӗренекенсемшӗн те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пулса тухнӑ.

Ачасем аграри университечӗн лабораторийӗсене 4 уйӑх пысӑк кӑсӑкланупа ҫӳренӗ. Практика сехечӗсем килте, паллах, малалла тӑсӑлнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн, тен, ҫак свидетельство малалла аталанма пурне те кирлӗ пулмӗ, анчах ҫамрӑксем "пӗлӳ нихҫан та ытлашши ҫӗклем мар" теҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫри чӑн вырӑнне шыранӑ тапхӑрта - пушшех те.


Марина Карягина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов