Ҫывӑх ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулипе районти пур шкулпа сатике ҫӗнетмелле

Кун пирки Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева  унта ӗҫлӗ ҫӳревпе пулнӑ май пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл сывлӑх сыхлавӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе те кӑсӑкланчӗ.

Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта Вӗренӳ министрӗ ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине мӗнле йӗркеленипе паллашрӗ. Кӗҫӗн классене пурне те тӳлевсӗр ҫитереҫҫӗ. Ҫакӑнпа ашшӗ-амӑшӗ питӗ кӑмӑллӑ. Вӗсем апат пахалӑхне те тӑтӑшах тӗрӗслеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул столовӑя 3 миллион ытла тенкӗлӗх  ҫӗнӗ хатӗрсемпе пуянлатнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр 4 шкултине юсанӑ. Пурӗ 12 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫитес пилӗк ҫулта вара Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗтме ҫур миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Алла Салаева ҫавӑн пекех Сывлӑх сыхлавӗн министрӗпе Владимир Степановпа медицина центрӗнче пулчӗ. Кунти чи ҫивӗч ыйту - кадрсем ҫитменни.  Ҫавӑнпа та графикпе тӗп хулари специалистсем килсе каяҫҫӗ. Вӑл шутра онкологи диспансерӗнчен те. Шупашкартан тухтӑрсем ҫитнине пӗлсен пациентсем ялсенчен те пухӑннӑ.

 

Диана Иванова, Игорь Ульянов