Ҫурт-йӗр ҫавӑрас текенсене «Ял ипотеки» пулӑшать

Ҫак программӑна йышӑннӑранпа кӗҫех ҫулталӑк пулать. Паянхи кун тӗлне ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе кивҫен укҫана регионти 700-е яхӑн ҫын илнӗ. Тепӗр 420 ытла заявкӑна халӗ банкра тишкереҫҫӗ. 

Ипотека укҫипе хваттер, ҫӗр лаптӑкӗ, ҫурт хӑпартма е туянма пулать. Банк 25 ҫуллӑха 3 миллион тенкӗ таран кивҫен парать.  Кредитпа усӑ курнӑшӑн тавӑрса памалли процент виҫи - виҫҫӗрен ытла мар. Пирӗн республикӑра вӑл тата пӗчӗкрех. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе ӑна 0,1 таран чакарнӑ. Процент ставки ӑҫта ӗҫленине кура тӗрлӗрен. Ҫак ҫӑмӑллӑхпа нумай ачаллӑ ҫемьесем, ялта агропромышленноҫ тата социаллӑ тытӑмра тӑрӑшакансем усӑ кураяҫҫӗ.

 

 Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Семён Антонов