Ҫуран ҫӳрекенсене те, водительсене те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ

Ҫак эрнере Чӑваш Енре ҫанталӑк улшӑнсах тӑчӗ. Ҫавна пула ҫул-йӗр службин те, ҫуртсене пӑхса тӑракан предпритисен те, йӗрке хуралҫисен те ӗҫ хушӑнчӗ. 

Тӗп хулара ҫуран ҫӳрекенсене ҫӑмӑл мар: кӳлленчӗксенчен пӑрӑнмалла, шуса ӳкесрен те асӑрханмалла. Вырӑн-вырӑнпа, чӑнах та, питӗ пӑрлак. Ура айне ҫеҫ пӑхмалла мар. Инкек кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса анма та пултарать... ҫурт тӑррисенчен. Ҫӗнӗ Шупашкарта кил картишӗсене юртан тата ҫурт тӑррисене пӑртан тасатманшӑн прокуратура административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Пурӗ ҫичӗ компание явап тыттарнӑ. Пӗлтӗр ӗҫе вӑраха янишӗн, хулара пурӑнакансем пӗрре мар шуса ӳксе аманнӑ. Унсӑр пуҫне ҫынсен пурлӑхне те сиен кӳнӗ. Кӑҫал вара Патӑрьелте балкон тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Конструкци юр йывӑрӑшне чӑтайман.

 

Вероника Павлова, Михаил Солин