Ҫулталӑкне 70 тонна пыл тирпейлеме палӑртаҫҫӗ

Канаш районӗчи Ҫӗнӗ Шелттемре пыл квасӗ кӑларакан цех хута кайрӗ. Унта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитсе курчӗ.

Кооператив аталану ҫул-йӗрӗ ҫине 2007-мӗш ҫултах тӑнӑ. Ун чухне ку ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса питех шанман. Пӗрлешӳ ертӳҫи Николай Николаев каланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх кооперативӗнче пылпа ӗҫлес шухӑш ӑнсӑртран ҫуралман. Вӑл хӑй те ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ. Ҫӗнӗшелттемсем мӗн авалтан хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ иккен. Производство технолгоийӗ кӑткӑс. Паха ҫимӗҫ туса илес тесен кашни тапхӑрта тимлӗ пулмалла. Паянхи кун тӗлне кунта 36 тӗрлӗ тавар туса кӑлараҫҫӗ. Пӗлтер 12 тонна пыл тирпейленӗ пулсан, кӑҫал 70-е ҫитерессе шанаҫҫӗ. Квас юхтарассипе те ӗҫлеме пуҫласшӑн  кунта.

 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров