Ҫул юсама, спорт площадки тума палӑртнӑ

Муркаш районӗнче футболла вылямалли лаптӑка тӑвас ӗҫ мӗн сӑлтавпа чарӑнса ларнине Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитет ертӳҫисенчен тӗпчерӗ. Ҫавӑн пекех ҫул тӑвас ыйтӑва та тишкерчӗ.

"Муркаш-Турай-Сӑр" автоҫулӑн 7 ҫухрӑмне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Вӑл темиҫе ял витӗр иртет, икӗ муниципалитета - Муркашпа Етӗрне районӗсене пӗрлештерет. Специалистсен шучӗпе, ку лаптӑкра ӗҫлеме кӑткӑс пулӗ. Ҫула икӗ ҫырма урлӑ каҫармалла. Кунти дамбӑсем  кивелнӗ, ҫавӑнпа вӗсене те йӗркене кӗртсе ҫирӗплетӗҫ. Халӗ районта проект документацийӗпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра ӑна патшалӑх экспертизине ярӗҫ.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров