Ҫитес вырсарни кун - Анне кунӗ

Уяв ячӗпе ача амӑшӗсене, асламӑш-кукамӑшне, ача кӗтекен хӗрарӑмсене саламлаҫҫӗ. Коронавирус чирӗ сарӑласран анлӑ ӗҫ-пуҫ  ирттермеҫҫӗ, инҫет мелӗпе йӗркелеҫҫӗ. 

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уяв тӗлне Шупашкарти 3-мӗш ача сатне ҫӳрекенсем концерт хатӗрленӗ. Амӑшӗсем уява инҫет мелӗпе кӑна хутшӑнма пултарчӗҫ пулин те, шӑпӑрлансем чи ҫывӑх ҫыннисене саламласа тӑрӑшса юрӑсем шӑрӑнтарчӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ.  Ҫавӑн пекех  сатикре  фотокуравсем, акцисемпе конкурссем, ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. 

 

Елена Дмитриева, Юлия Скрябина, Виктор Степанов