Ҫитес ҫул та тухӑҫлӑ ӗҫлессе шанаҫҫӗ

Республикӑри библиотекӑсен фончӗ кӑҫал 180 пин экземпляр  кӗнекепе пуянланнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 10 хут нумайрах. Чӑваш Енри Культура министерстви ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. 

Коронавирус пандемине пула кӑҫалхи ҫул культура тытӑмӗнче ӗҫлекенсемшӗн те ҫӑмӑл пулмарӗ. Апла пулин те республикӑра 24 пин ытла уяв ирттернӗ, 117 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Культура учрежденийӗсем онлайн йӗркепе ӗҫлеме пуҫланӑ.  2020-мӗш ҫулта республикӑра 27 спектакль лартнӑ, тӗплӗ юсав ирттерме, ача-пӑча искусство шкулӗсем валли ҫӗнӗ музыка инструменчӗсемпе ытти хатӗрсем туянма республика хыснинчен 150 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Алиса Александрова