Ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума тӑван чӗлхене юратни пулашать

Нумай пулмасть Ставрополь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх конкурсӗ пӗрремӗш хут иртрӗ. Пирӗн республика чысне унта Шупашкарти 40-мӗш шкулта тӑрӑшакан Александр Степанов хӳтӗлерӗ. 

Александр Марсович юратнӑ ӗҫре 16-мӗш ҫул тӑрӑшать. Пӗрмай ӑсталӑхне ӳстерекенсер тӑван чӗлхе учителӗсен конкурсне хутшӑнас тенӗ. Ӑмӑрту икӗ тапхӑрпа - малтан регион, унтан Раҫҫей шайӗнче иртнӗ. Республикӑри тупӑшӑва 20 вӗрентекен хутшӑннӑ. Унта шӑпах Александр Степанов ҫӗнтернӗ. Ҫакӑ учителе Ставрополь тӑрӑхӗнче ирттернӗ ҫӗршыври конкурса хутшӑнма май панӑ. Унта Раҫҫейри 68 вӗрентекен хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Александр Степанов лауреат ятне тивӗҫнӗ. Сӑмах май, ҫак хисепе 17 вӗрентекен кӑна илме пултанӑ.


Алена Артемкина, Михаил Солин