Цифра аталанӑвӗн министерствинче иртнӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетрӗҫ 

Ҫавна май хальхи технологи, наци проекчӗсем, ҫавӑн пекех чӑвашлӑх темисене ҫутатакан журналистсемпе блогерсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ.

Кӑҫал ведомство 7 пултарулӑх конкурсӗ пуҫарнӑ. Вӗсене пурӗ 160 ӗҫ ярса панӑ. Чи пултаруллисен йышӗнче пирӗн ӗҫтешсем те пур. "Чӑваш Ен - цифра регионӗ" номинацире Вероника Павлова корреспондент мала тухнӑ. Хӑйӗн материалне вӑл регионти ҫыхӑну аталанӑвне халалланӑ, хӑш-пӗр ялсенче интернет ҫуккипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва ҫӗкленӗ. Радиожурналистсем хушшинче пӗрремӗш вырӑнта Маргарита Львова. Блогерсене те тимлӗхсӗр хӑвармарӗҫ. Наци йӑли-йӗркипе, Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисемпе паллаштаракан Константин Доброхотовӑн инстаграм-проектне ылтӑнпа палӑртрӗҫ.  Ӑна каччӑ ҫулталӑк каялла йӗркеленӗ.

 

Диана Иванова, Семен Антонов