Чутайри вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тӗплӗ хатӗрленсе ҫитнӗ

Пӗлӳ ҫуртне сумлӑ хӑнасене кӑтартма та намӑс мар, теҫҫӗ.  Ҫак кунсенче шӑпах унта  регион ертӳҫи Олег Николаев пулса курчӗ. 

Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкула тӗпрен юсанӑ. Кӑҫал унта 657 ача вӗренет. Кунта социаллӑ-экономика, аграри тата универсаллӑ классем пур. Уйрӑмах шкулта "Точка роста" центрпа мӑнаҫланаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхсемпе Олег Николаев кӑсӑкланса паллашрӗ. Анатоми вӗренмелли хатӗрпе ӗҫлесе курчӗ.  Кунтах робототехника кружокӗ аталанса пырать. Ачасем унта хапӑл тусах ҫӳреҫҫӗ. 

 

Надежда Александрова, Семен Антонов