Чулхула облаҫӗпе Чӑваш Ене кӗпер пӗрлештерӗ

Вӑл М-12 - "Мускав-Чулхула-Хусан"  аслӑ ҫулӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. 

800 ытла ҫухрӑма тӑсӑлакан М-12 ҫула 2020-мӗш ҫулта ҫу уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫе темиҫе пая пайланӑ. Чӑваш Ен урлӑ иртекен лаптӑкра - 6-мӗшпе 7-мӗш тапхӑрсем. Малтанхине Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 85 ҫухрӑм ҫул сармалла. Ҫулталӑк вӗҫне строительсем 50 ҫухрӑм туса пӗтересшӗн. Ӗҫ калӑпӑшӗ калама ҫук пысӑк. Ҫав вӑхӑтрах ӑна пахалӑхлӑ тумалла. Инҫех мар асфальтпа бетон хутӑшӗ кӑларакан икӗ завод ӗҫлет, продукцие лабораторире тӗпчесех тӑраҫҫӗ. Сехетре 160 тонна асфальт пиҫсе тухать. Сӑр юханшывӗ урлӑ вара кӗпер хываҫҫӗ. Ку пулас автомагистралӗн пӗлтерӗшӗпе 3-мӗш шутланать. Унӑн тӑршшӗ 926, сарлакӑшӗ 25 метр. Паянхи куна 11 юпа лартнӑ. Объектра 400 яхӑн ҫын тата 80 ытла техника тӑрӑшать. Кӗпере ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.


Диана Иванова, Михаил Солин, Денис Фролов