ЧР культура училищи 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗ ҫул никӗсленӗ. Малтан вӑл библиотека техникумӗ шутланнӑ. 

Ку пӗлӳ ҫурчӗ яланах пурнӑҫ таппипе тан утнӑ. Кунта специальноҫ алла илме нумайӑшӗ ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавӑнпа конкурс та пысӑк.  Училищӗн кун-ҫулӗнчи ҫӗнӗ тапхӑр 1999 ҫулта - хӑтлӑ та пысӑк ҫурта куҫсан пуҫланнӑ. Тӗрлӗ енпе ӗҫлекен ӑста специалистсене хатӗрлеҫҫӗ паян кунта. Пурӗ 7000 ытла ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗ республикӑри ытти культура учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Вӗсем тин алла диплом илнӗ специалистсене яланах йышӑнма хатӗр. Кунта малашлӑха пӑхса ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та  ҫӗнӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов