Чи лайӑххине шкул ачисем пулӑшнипе суйлаҫҫӗ

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ӗҫ паттӑрӗсене халалланӑ ҫулталӑкӑн логотипне тӑвас енӗпе Шупашкарта ӑмӑрту пырать. 

Конкурс комиссийӗ виҫӗ эскиз суйласа илнӗ. Вӗсенчен пӗрне уйӑрса илме йывӑр, ҫавӑнпа ҫамрӑксен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ, асӑннӑ тӗслӗхсене Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсене кӑтартнӑ. Вӗсем пӗр саслӑн пекех пӗрремӗш эскиза хапӑлларӗҫ. "Вӑл пӗр вӑхӑтрах ансат та пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сахал йӗрпе нумай калама пултарни илӗртӳллӗ, тӳрех ӑнланмалла" тесе палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек логотипа яш-кӗрӗм тӗрлӗ тумтир ҫине ҫаптарса тӑхӑнса ҫӳреме хатӗр.

 

Марина Карягина, Екатерина Данилова