Чӗлхеҫӗсемпе ҫыравҫӑсем, журналистсем чӑваш чӗлхине аталантармалли проекта сӳтсе яврӗҫ

Шупашкарти урам ячӗсене чӑвашла тӗрӗс ҫырмалла, фольклорпа диалекта тӗпчемелле, тӑван чӗлхепе ытларах пуплемелле. Ҫакӑн пирки Наци библиотекинче йӗркеленӗ "ҫавра сӗтел" тавра пуҫтарӑннисем калаҫрӗҫ.

Республикӑра чӑвашла калаҫакансен йышӗ ҫулран ҫул сахалланса пырать. Ялсенче те халь ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе вырӑсла пуплет. Ҫакӑ вӗсене шкул хыҫҫӑн хулана кайсан пулӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Унсӑр пуҫне хӑшӗ-пӗри тӑван чӗлхепе калаҫса ҫитӗннӗ пулин те, ҫынсем умӗнче чӑвашла калаҫма вӑтанать. Ҫапла мӑн асатте-асаннесен чӗлхи пӗтме те пултарать! Ӑна упрас тата аталантарас тесен ачасене пӗчӗкренех кӑсӑклантармалла. 

 

Алена Артемкина, Никита Углев