Чечексемпе киленнӗ хыҫҫӑн ретро-пӳлӗмре канаҫҫӗ

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан Селедкинсем килӗнче ретро-пӳлӗм йӗркеленӗ. Ӗлӗхи, хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатман япаласене  пӗр кӗтесе пухнӑ вӗсем. Ҫавӑн пекех мӑшӑр темиҫе ҫул каялла хӗллехи сад тунӑ. 

Ҫак пӳлемре хӗлле те, ҫулла та чечек ешерет. Вӗсене кунсерен тимлӗх уйӑрмалла. Пӗрисене час-часах шӑвармалла, теприсене - эрнере пӗрре те ҫителӗклӗ. Кил хуҫисем ҫак  пӳлӗме илемшӗн йӗркеленӗ. Кунта тем тӗрлӗ чечек те пур. Вӗсен шутне кил хуҫисем хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ. Кунсерен чечексем шӑварма 7 витре шыв кирлӗ. Ҫуртри тепӗр хӑнеевӗрле вырӑн - ретро-пӳлӗм. Селедкинсене ҫакна тума Дивеевора Совет Союзӗнчи пурнӑҫа сӑнлакан хӑна ҫуртӗнче курни хавхалантарнӑ. Телее, экспонатсем килтех пулнӑ. Тахҫанах мачча ҫине хӑпартса хунӑскерсене тусанран тасатнӑ та кунта вырнаҫтарнӑ.

 

Алена Артемкина, Михаил Солин