"Чӑвашкино" студипе Юрий Юман режиссер "Тайна Древней Волги" фильм хатӗрлесе ҫитернӗ

Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Картинӑна Ҫамрӑксен театрӗнче пахаларӗҫ.

Фильмра 15-мӗш ӗмӗрти Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхарсен ҫапса аркатнӑ, ҫаратнӑ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ сӑнарланнӑ. Тӑнӑҫлӑхпа мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫунать халӑх. Пӑлхарсене ертсе пыракан Шептакпа Казанбай Ылтӑн Урта ханӗпе Улу-Мухамедпа Аслӑ Пӑлхар Патшалӑхне чӗртсе тӑратма килӗшсе татӑлаҫҫӗ. Анчах, асли вырӑнӗнче пӗр-пӗччен пулас шухӑшпа пурӑнакан хан ывӑлӗ Махмутек хӑйӗн хӑрушла тӗллевне пурнӑҫлать. Фильма ӳкерекенсем пысӑк та яваплӑ ӗҫе чӑваш халӑхӗн историне тӗпчессипе чылай ҫул ӗҫлекен экспертсене явӑҫтарнӑ. Сценӑсенче - профессионал артистсем.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров