Чӑваш шыравҫи ҫурҫӗр флочӗпе вырӑс географи пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ экспедицирен таврӑнчӗ

Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Алексеев Арктикӑра пысӑк  экспедицире пулчӗ. Вӑл шыравҫӑсен ушкӑнне ертсе пынӑ.  

Мурманскран пуҫласа Чукоткӑна ҫити, унтан архипелагсем тӑрӑх пӑрлӑ океанри Шпицберген утравӗсем таран кайнӑ. Унтан - каялла. Пӗтӗмпе 20 пин ытла ҫухрӑм парӑнтарнӑ шыравҫӑсен ушкӑнӗ.  Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 264 тата 265-мӗш артиллери батарейисем ҫирӗпленнӗ вырӑна тупса палӑртнӑ. Чи кӑсӑкли - ученӑйсем 17-мӗш ӗмӗртех Арктикӑна тӗпченӗ ҫынсем чарӑнса тӑнӑ çĕре çитнĕ. Октябрьти  революци хыҫҫӑн 1918-мӗш ҫулта путнӑ «Вайгачсӑр» пуҫне шыравҫӑсем «Челюскин» пӑр ҫӗмӗрекен карапа тупнӑ. 

 

Алексей Енейкин, Семён Антонов