Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая 60 ҫул тултарчӗ

Юбилей каҫне хӑна-вӗрле Чӑваш академи драма театрне пухӑнчӗ. 

Надежда Воюцкая Вӑрнар районӗнчи Шӗнер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫемьери 7 ачаран 6-мӗшӗ пулнӑ. Мӗн пӗчӗкрен артист пулас вӑрттӑн ӗмӗтпе пурӑннӑ. Шкул пӗтерсен тӗлӗнмелле майпа Мускаври Михаил Щепкин ячӗллӗ театр институтне вӗренме кӗнӗ. Унта хӑйне вӗрентнӗ сцена ӑстисене ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа аса илет Надежда Сильвестровна. 1983-мӗш ҫулта вӑл артист пулса Чӑваш академи драма театрне ӗҫлеме килнӗ. 37 ҫул хушшинче Надежда Воюцкая 90 ытла сӑнар калӑпланӑ. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров