Мария Горшкова ячӗ чӑваш эстрадинче 90-мӗш ҫулсен варринче уҫҫӑн янӑраса кайнӑччӗ. Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче, 9 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ хӗрача пӗчӗкрен юрра-ташша ӑста пулнӑ, паллӑ артист пулма ӗмӗтленнӗ. Йышлӑ килйышра ҫитӗннӗрен пурнӑҫ-тути масине ир тутаннӑ кӗҫӗн хӗр шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аппӑшӗ сӗннипе бухгалтер профессине алла илме Шупашкара кайнӑ, планпа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухса ҫулталӑк "Рассвет" фабрикӑра ӗҫленӗ. Анчах ҫут ҫанталӑк панӑ тивлет ӑна канӑҫ паман, Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 1980-84-мӗш ҫулсенче Раиса Ахметбековӑпа Тамара Супонина патӗнче вӗреннӗ. Музыка пӗлӗвӗ илсен Мария Александровна чылай ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, унтан чӑваш эстрадине тухса уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Куракансем янкӑс саслӑ, пукане пек чипер хӗрарӑмӑн юррисене килӗштеретчӗҫ. Пирӗн телевиденипе радио архивӗнче те чылай юрри упранать. Икӗ ача амӑшӗн ӗмӗчӗ ҫутӑччӗ, анчах темиҫе ҫул тертлентернӗ йывӑр чир вӗсене пурнӑҫа кӗртме памарӗ. Мария Горшковӑн пӗр хурлӑхлӑ та пӗр савӑнӑҫлӑ юррисем халӑх асӗнче пурӑнӗҫ.
Марина Карягина