Чӑваш радио хӑна пухма хатӗрленет 

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче  Чӑваш радио хӑйӗн итлекенӗсене тӗл пулӑва чӗнет. Уяв концерчӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче иртӗ. 

Чӑваш радио калаҫма пуҫланӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет. Паян коллективра 22 ҫын. Радиотлекенсем валли 50 ытла кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ вӗсем.  Ҫавра ҫул - ырӑ та савӑнӑҫлӑ самантсене, ҫитӗнӳсене аса илмелли вӑхӑт.

 

Алиса Александрова, Михаил Солин