Чӑваш Правительстви ҫитес 15 ҫул валли республикӑн аталану программине хатӗрлет

Вырӑнти влаҫ республикӑн 2 пин те 35-мӗш ҫулчченхи ҫул-йӗрне палӑртать. Ку тӗллевпе Правительство  социаллӑ-экономика аталанӑвӗн  программине хатӗрлеме пуҫланӑ. 

Документра тӗнчипе пӗлтерӗшлӗ самантсене тӗпе хунӑ, ҫав шутра экологи тасалӑхӗ, инноваци ҫитӗнӗвӗсем тата инвестици илӗртӳлӗхӗ. Ҫапла майпа аталану ҫул-йӗрӗпе килӗшӳллӗн,  Чӑваш Енре 125 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле, ҫакӑ промышленноҫ производствине икӗ хут ӳстерме май парӗ. Ял хуҫалӑхӗ те пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарӗ. Стратеги докуменчӗн тӗп тӗллевӗ - республикӑри ҫынсен пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатасси. Ҫакна 3 тапхӑрпа пурнӑҫласшӑн. 

 

Ирина Николаева, Оксана Замятина, Михаил Солин