Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче хӑйнеевӗрлӗ курав ӗҫлет 

Экспозицири 70 ытла картинӑна пурне те Грабарь ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри реставраци центрӗнче ҫӗнетнӗ. Ун хыҫҫӑн ӳкерчӗксене Третьяков галерейинче кӑтартнӑ. Халӗ республика ҫыннисем те вӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. 

Куравра паллӑ ӳнерҫӗсен Крамскойӑн, Куинджин, Кустодиевӑн, Левитанӑн, Рокотовӑн, Фешинӑн, Перовӑн, Петров-Водкинӑн тата Кокельпе Сверчковӑн ӗҫӗсене курма пулать. Музейра вӗсене валли тӗп зал уйӑрса панӑ. Ҫӗнӗ сӑрӑсемпе ялтӑраканскерсем аякранах илӗртеҫҫӗ. Мускавра вӗсемпе 17 реставратор ӗҫленӗ. 74 картина валли республика бюджетӗнчен 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Курав нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшчен ӗҫлӗ.

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов