Ҫӗнӗ центр тин аталанма пуҫланӑ пулин те, вӑл ӑҫта вырнаҫасси, мӗнле йӗркепе ӗҫлесси уҫҫӑмӑнах паллӑ. Инноваци лаптӑкне унччен ҫар кафедри пулнӑ ҫуртра тӑвӗҫ. Унта, уйрӑммӑн илсен, лабораторисем, презентацисем, куравсем ирттермелли майсем йӗркелӗҫ. Университет ректорӗ Андрей Александров пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкулта техника специальноҫӗсем валли бюджетлӑ вырӑнсене ӳстерме палӑртаҫҫӗ.
Владимир Тимофеев, Надежда Александрова, Михаил Солин