Чӑваш патшалӑх университечӗн 2-мӗш общежитине тӗпрен ҫӗнетнӗ 

Юсаса илемлетнӗ ҫурт  малтанхинчен ҫӳллӗрех - 6 хутлӑ. Халӗ кунта 320 студент пурӑнма пултарать.

Студентсем пурӑнмалли ҫӗнетсе пуянлатнӑ ҫурта уҫма сумлӑ хӑнасемпе медицина факультетӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. "Аслӑ шкула вӗренме кӗрес умӗн кашни абитуриента, вӗсен ашшӗ-амӑшне ачасем ӑҫта, мӗнле хӑтлӑхра пурӑнасси интереслентерет. Хӑш университета суйласа илесси те ҫакӑнпа ҫыхӑннах. Пирӗн тӗллев - яш-кӗрӗме Чӑваш Енӗн аслӑ шкулӗсенче вӗренме мӗнпур май туса парасси: кайран вӗсем хамӑрӑн республикӑрах ӗҫлеме юлччӗр", - терӗ Алла Салаева вӗренӳ министрӗ. 60 ҫул каялла ҫӗкленӗ общежитин сӑн-сӑпачӗ палласа илмелле мар улшӑннӑ: тултан та, шалтан та.

Марина Карягина, Наталия Егорова, Вадим Владимиров