Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче археологсен шкулне пӗтӗмлетрӗҫ 

Ҫурла уйӑхӗнче унта хутшӑнакансем Улатӑр районӗнче тӗпчев ирттернӗ. Проекта 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех  Шупашкар, Хусан, Тольятти хулисенчи ученӑйсем лекцисем вуланӑ. 

"Детективы прошлого" проекта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Николай Мясников доцент пуҫарнӑ. Ӑна хӳтӗлесе Раҫҫей наука тата аслӑ пӗлӳ министерствинчен 970 пин тенкӗ тивӗҫнӗ вӑл. Проекта кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртнӗ, археологи шкулне йӗркеленӗ.  Пурӗ 50 ытла ҫын хутшӑннӑ унта: шкул ачисемпе учительсем, студентсемпе волонтерсем, ученӑйсем. Археологсен лагерӗ Улатар районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче, Сӑр хӗрринче пулнӑ.

 

Алена Артемкина, Владимир Синдеев