Чӑваш Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 43-мӗш сессийӗ иртрӗ

Парламент председателӗ Альбина Егорова республикӑри суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, Олег Николаева депутатсен ятӗнчен саламларӗ. Ларура пурӗ 16 саккун проектне пӑхса тухрӗҫ.  

Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ документсен шутӗнче - 2021-мӗш ҫулта пенсионерсен пурӑнмалли чи пӗчӗк укҫа виҫине хӑпартасси. Кӑҫалхипе танлаштарсан вӑл 0,9 процент ӳссе 8 пин те 35 тенке ҫитмелле. Ҫавна май республикӑри Пенси фончӗн хушма тӑкакӗсем 500 миллион ытла тенкӗпе танлашӗҫ.  Ҫак ҫӗнӗлӗхе депутатсем ырласа йышӑнчӗҫ. Ҫитес ҫултан 18 тултарман 5 е ытларах ачаллӑ ҫемьесене паракан пособи 2 хут ӳсмелле. Ҫакна валли Чӑваш Ен  бюджетӗнчен хушма 3 миллион та 300 тенкӗ уйӑрмалла. Ку укҫа 5 пин те 200 ачана патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗ. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Храмкина