Чӑваш патшалӑх истори архивне никӗсленӗренпе 80 ҫул ҫитрӗ 

Вӗсен аллинче 500 ҫул каяллахи документсем те паян ҫырнӑ пек типтерлӗн упранаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх истори архивӗ 80 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилее халалласа унта регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Истори архивӗ республикӑн 4-5 ӗмӗрте пухӑннӑ калама ҫук пуян туприне сыхлакан патшалӑх урежденийӗ шутланать. Кунти ҫӳлӗксем ҫинче халӗ миллион та 300 пине яхӑн документ упранать. Авалхи пӗлтерӗшлӗ хутсен ӗмӗрне тӑсас тесе архивра хальхи самана ыйтнине тивӗҫтерсе мӗн кирлине пӗтӗмпех тунӑ. Ҫак паха документпа тултарнӑ управӑшра, сӑмахран, кирлӗ хутсене шыранӑ чух ҫӳлӗксене те рельсӑ тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах куҫарма пулать. Ҫӗнӗлле ӗҫлени кунти пӳлӗмсенче те сисӗнет. Нумай пулмасть, патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса архив ятарлӑ сканерсемпе пуянланнӑ. Ҫавна май, халӗ кунта паха документсене электронлӑ формата куҫарассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче паян 43 ҫын тӑрӑшать. Вӗсем республикӑри ытти архивсемпе тата наука ӗҫченӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса паха йышши кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ.

Аваллӑх управӑшӗн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ конференцие тӗрлӗ регионти архивсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Чылай ҫул ӗҫлекенсемпе ветерансене Чӑваш автономийӗн ҫӗр ҫуллӑх медалӗсемпе, Патшалӑх Канашӗн хисеп хучӗпе тата ытти парнесемпе чысларӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров