Чӑваш патшалӑх çамрăксен театрӗнче "Петровичӑн хваттерӗ кӗр-р! кӗрлет" илемлӗ фильма пахаларĕç

Сценари авторӗ тата режиссерӗ - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виктор Петров. Фильм сценарине вӑл 15 ҫул каялла ҫырма пуҫланӑ. 

Фильм ячӗ  хӑйех калать – ӗҫ-пуç хваттерте пулса иртет. Вӑл вара чӑн та кӗрлет! Тӗп сӑнар Петрович ялтан хулана пурӑнма килнӗ. Хӗрĕ илсе килнӗ ӑна кунта. Ĕçсĕр аптраса çитнипе балкон ҫинче вӗлле хурчӗ тытма пуҫланӑ вӑл. Ку, паллах, кÿршисене тарӑхтарать, вӑрҫтарать. Унсӑр пуҫне Петровичӑн ҫемйинче пӑтӑрмахсем те пулаҫҫӗ, тата кашни хӑйӗн ыйтӑвӗпе ҫак хваттере килет -ҫке! Петрович ялан йӗп ҫинчи пек ҫӳрет. Яла таврăнас килет унӑн, ҫак ӗмӗтпе пурăнать вăл.

 

Диана Иванова, Леонид Петров