10 ҫул ытла чӑваш юрри-ташшин фестивалӗ наци музыкипе балетне кӑмӑллакансене пӗрле пуҫтарать. Ку таранччен вӑл яланах Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Кӑҫал йӗркелӳҫӗсем фестиваль программине ҫӗнетме тата пуянлатма йышӑннӑ.
Чӑваш культурине кӑмӑллакансем валли чылай кӑсӑкли хатӗрленӗ. Куракансем сцена искусствин "ылтӑн фондне" кӗнӗ произведенисемпе кӑна мар, хальхи композиторсен хайлавӗсемпе те паллашма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш халӑх юррисене шӑрантаракансем, эстрада ҫӑлтӑрӗсем те сцена ҫине тухӗҫ. Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем "Нарспи" опера тата "Хуркайӑк ҫулӗпе" балет кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн "Тӑван халӑх сасси", Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн "Чуна уҫма юрла, тӑван" концертсем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ фестиваль программинче.
Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче "Нарспи" оперӑпа уҫӑлать. Яланхи пекех, пысӑк гала-концертпа вӗҫленет. Ҫавӑн пекех паллӑ сцена ӑстисем республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарӗҫ. Билетсене Пушкин карттипе те туянма пулать.
Елена Дмитриева, Людмила Майкова, Виктор Степанов