Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Лев Кураков академик пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Тепӗр икӗ эрнерен вӑл 78 ҫул тултармаллаччӗ.  

Лев Пантелеймонович 1943-мӗш ҫулта Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ пур ҫӗртех ҫурма тӑлӑххӑн амӑшӗпе кӑна ӳснӗ. Патӑрьел шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри финанс техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтан  тӑван районӗнчи перекет кассисен ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. 1968-мӗш ҫулта вӑл нумай пулмасть уҫӑлнӑ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 20 ҫула яхӑн ректор пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Лев Кураков паллӑ политик: хӑй вӑхӑтӗнче Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федераци Канашӗн пайташӗ пулнӑ. Лев Пантелеймонович пин ытла наука ӗҫӗ ҫырнӑ.

 

Алексей Енейкин