Вӗренӳ министрӗн 1-мӗш ҫумӗ Алексей Лукшин пӗлтернӗ тӑрӑх, "Просвещение" издательствӑн ӗҫченӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Автор ушкӑнӗнче Александр Блинова чи тӗппи темелле - чӗлхе фестивалӗсем ирттерсе, "Хавал" уйлӑхра тӗрлӗ ӳсӗмрисене чӑвашла ансаттӑн вӗрентсе пуян опыт илнӗ полиглот пуҫарнипе, унчченех чи пӗчӗккисем валли нумай ӳкерчӗклӗ, илӗртӳллӗ, калаҫуллӑ-вӑйӑллӑ кӗнеке тухнӑччӗ. 2016-мӗш ҫулта "Кала-ха" ятли хӑшпӗр хула шкулӗсене ҫитнӗ. 9 пайран тӑракан учебника ача хӑй ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке пекех йышӑнать: вӑл ун тӑрӑх ҫемйи, шкулӗ, тӑван ен ҫинчен чӑвашла каласа пама хӑнӑхать, Шупашкар урамӗсемпе е Раҫҫей тӑрӑх "ҫул ҫӳресе", пӗлӗвне тӗрӗслемелли ыйтусене хуравласа, выляса тенӗ пекех чӗлхине уҫать.
Марина Карягина, Михаил Солин