Чӑваш Енри тата Питӗрти специалистсем ӳсекен ӑрӑва культурӑна явӑҫтарассине сӳтсе яваҫҫӗ

Наци библиотекинче "Культура 2.0" уҫӑ лекторий иртет. Унта Питӗр хулинчен килнӗ специалистсем хутшӑнаҫҫӗ.  

Ку проект Шупашкарта икӗ кун ӗҫлет. Унта культурӑпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Уҫӑ калаҫӑва Питӗрти специалистсем ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш кунне вӗсем пухӑннисене хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ. "Петергоф" музей-заповедник ҫумӗнчи  вӗренӳ центрӗнчи Валерия Менг, Пушкин музейӗ ҫумӗнчи "Мусейон"  Центрти Наталия Кузнецова ачасене музея илӗртесси пирки  калаҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗл пулура хальхи электронлӑ юрӑ-кӗвӗ пирки сӑмах пычӗ. Техника аталаннӑ май ҫак пултарулӑх вӑй илсе пырать. Уйрӑмах ҫамрӑксем ӑна килӗштереҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Никита Углев