Чӑваш Енри ҫул-йӗр патшалӑх инспекцийӗнче автошкулсен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑр

Ҫамрӑк водительсем аварисене ытларах лекме пуҫланӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсен шухӑшӗпе - кунта водительсене вӗрентекен шкулсен айӑпӗ те пур. 

Хӑшӗ-пӗри ытларах ҫынна явӑҫтарас тесе тӗрлӗ акци пуҫарать. Пӗрисем пӗчӗккӗн тӳлесе пыма сӗнеҫҫӗ, теприсем юлташа илсе килнӗшӗн йӳнӗрех хакпа вӗрентме шантараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр самант та пур. Чылайӑшӗ водитель правине укҫалла илме хӑтланать, - пӗр пытармасӑр каласа параҫҫӗ инструкторсем. Кун пек шухӑшлисен вӗренес кӑмӑлӗ те ҫук. Паян Чӑваш Енре 54 автошкул. Вӗсем пурте лицензипе ӗҫлеҫҫӗ. Документа Вӗренӳ министерстви парать.  Пулас водительсене хатӗрлеме ятарлӑ материалсемсӗр пуҫне, шкулӑн автодром та пулмалла. Анчах та йӗркесене нумайӑшӗ пӑхӑнма васкамаҫҫӗ. 

 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров